Чӑваш Енре халӑхран пухакан сӗт хакӗ ӳснӗ. Утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗ тӗлне республикӑра вӑтамран 1 литр сӗте 14,7 тенкӗпе туяннӑ. Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, ку 16,7 процент ытларах.
Ҫак уйӑхра Ҫӗмӗрле тата Шупашкар районӗсенче сӗт хакӗ 2 тенкӗ ӳснӗ. Вӑрнар тата Муркаш тӑрӑхӗсенче 1 литршӑн 1,5 тенкӗ ытларах тӳлеме тытӑннӑ. Элӗк, Хӗрлӗ чутай, Вӑрмар районӗсенче сӗт 1 тенкӗ ӳснӗ, Каҫал тӑрӑхӗнче вара — 0,8 тенкӗ.
Патӑрьел, Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне районӗсенче сӗт хакӗ ҫур тенкӗ кӑна хӑпарнӑ. ЧР Патшалӑх ветеринари служби палӑртнӑ тӑрӑх, сӗт хакӗ пахалӑхӗпе лайӑх пулнӑ ҫӗрте ӳснӗ.
Сӗт юр-варне йышӑнакан предприятисенче 1 литр сӗте 18,83 тенкӗпе илеҫҫӗ.
Ҫӗмӗрле районӗнчи Тури Макарин ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансем ял тӑрӑхӗсене пӗрлештересшӗн. Унта ӗнер ку ыйтупа вырӑнтисемпе пуху ирттернӗ. Халӑхпа тӗл пулма район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Лев Рафинов пырса ҫитнӗ.
Района ертсе пыракан ӑнлантарнӑ тӑрӑх, хӑш-пӗр ял тӑрӑхӗсенче укҫа енчен те питӗ хӗсӗк, ҫавна пулах вырӑнти ыйтусене (ҫул-йӗр тӑвассине, шыв пӑрӑхӗсемпе ҫыхӑннине, ку списока тем чухлӗ тӑсса кайма пулать) татса пама «кӗмӗл» хӗсӗк. Ҫав вӑхӑтрах ял тӑрӑхӗсенчи тӳре-шарана тытса тӑмалла, укҫи-тенкине вӗсем валли уйӑрмалла. Ҫапах та ҫынсене пӗрлештернӗ хыҫҫӑн кашни ял тӑрӑхӗнчех ҫынсене меллӗрех пултӑр тесе вырӑнти ыйтупа ӗҫлекен специалистсене хӑвармалла.
Тури Макарин ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансем Анат Кӑмаша, Тури Макарин тата Ҫӗмӗрле ял тӑрӑхӗсене пӗрлештерме хирӗҫ маррине палӑртнӑ.
Ҫӗмӗрле районӗнчи Егоркино ялӗнче нимӗҫ овчарки вӑрӑ ҫулӗ ҫине лекме пулӑшнӑ.
Унти ял лавккине пӗр каҫхине такамсем чӳречерен кӗрсе апат-ҫимӗҫ ҫаклатса тухнӑ. Чӗнмен хӑнасем ҫимеллипе пӗрлех пылак апата та илнӗ, эрех-сӑра таврашне те тиркесе тӑман. Лавкка хуҫи йӗрке хуралҫисене ӗнентернӗ тӑрӑх, кукӑр ӑллисем 20 пине яхӑн тенкӗлӗх шар кӑтартнӑ.
Вӑрра шырама йӗрке хуралҫисем хӑйсен шанчӑклӑ тусне, «Мухтар» ятлӑ нимӗҫ овчаркине ертсе кайнӑ. Лавккана вӑрӑ чӳрече тимӗр решеткине касса кӗнине асӑрханӑ вӗсем. Ҫак ӗҫпе аппаланнӑ ҫыннӑн йӗрӗ ҫине кинологпа йытӑ часах лекнӗ. Пӗр километр шыраса кайсан вӗсем ялти пӗр киле пырса ҫитнӗ. Унта вӑрланӑ пурлӑха асӑрханӑ та. Пӗр пайне кил хуҫисем пахчана тухса пытарнӑ.
Кил хуҫийӗ 35 ҫулти, унччен судпа айӑпланнӑ хӗрарӑм пулнӑ. Ун патӗнче хӑй пекех тахӑҫан суд тенкелӗ ҫинче пулнӑ хӑнасем пулнӑ. Вӗсенчен пӗри Етӗрне районӗнченех пырса ҫитнӗ. Эрех пӗтсе ҫитсен ҫавсем ялти лавккана ҫаратма шутланӑ.
Тухтӑрсем Чӑваш Енри ачасен куҫӗ ҫулсерен япӑхса пынине асӑрханӑ. Капла пӗтӗмлетӳ патне вӗсем ачасене иртнӗ ҫул профилактика тӗллевӗпе медосмотр кӑларнине тишкернӗ май ҫитсе тухнӑ.
Иртнӗ ҫул 231 пин ачана тӗрӗсленӗ. Вӗсен сывлӑхне куҫ курасси япӑхса пыни тата ҫурӑм шӑмми авӑнни самай сиен кӳрет. Шӑпах ҫак икӗ амакӗ тӗпрен илсен сиен кӳрет те.
Куҫ кураслӑх япӑхнин шайӗ Раҫҫейринчен пирӗн патра 1,5 хут пысӑкрах-мӗн. Шкула кайма тытӑннӑ хыҫҫӑн куҫ кураслӑх ҫулсерен чакса пырать. Ку пӑтӑрмах ача 15 ҫула ҫитичченех тӑсӑлса пырать.
Территорисене илсе чи ӑнӑҫсӑррисен йышне Ҫӗнӗ Шупашкар, Шупашкар, Канаш хулисем, Ҫӗрпӳ, Куславкка, Муркаш, Йӗпреҫ, Сӗнтӗрвӑрри, Шупашкар, Красноармейски, Ҫӗмӗрле районӗсем лекнӗ.
Республикӑри халӑх пултарулӑхӗн центрӗ тата Ҫӗрпӳ районӗнчи Чиркӳллӗ Ямаш ял тӑрӑхӗ тата вӑл тӑрӑхри «Ямаш» фольклор ансамблӗ Вӑрманкас Ямаш ялӗ ҫывӑхӗнче «Туслӑх кӑшӑлӗ» республикӑри фестиваль-конкурс ирттернӗ.
Унта Элӗк, Комсомольски, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Ҫӗмӗрле, Тӑвай районӗсенчи 13 фольклор ушкӑнӗ пырса ҫитнӗ. Конкурса темиҫе номинаципе ирттернӗ. Чӑваш Ен историне чи лайӑх пӗлекенсем тесе «Сӗнтӗр», «Кунер» (Сӗнтӗрвӑрри районӗ), «Шурӑмпуҫ» (Комсомольски районӗ) ансамбльсене палӑртнӑ.
Хӑйсем пирки аван каласа кӑтартнипе «Сӗнтӗр» (Сӗнтӗрвӑрри районӗ), «Сурпан» (Тӑвай районӗ), «Еник» (Вӑрмар районӗ) тӗлӗнтернӗ.
Ытти номинацире те ҫӗнтерӳҫӗсене хавхалантарнӑ. Гран-при Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи «Сӗнтӗр» ансамбле лекнӗ.
Ҫӗмӗрле районӗнче ӳсӗр арҫын путса вилнӗ. Ирнӗ вырсарникун Хӗрлӗ Октябрь ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере 41 ҫулти арҫын сарӑмсӑр вилнӗ.
Арҫын шыва кӗме кайнӑ. Ял ҫыннисем каланӑ тӑрӑх, арҫын пӗве хӗррине пӗчченех кайнӑ, хӑй ӳсӗр пулнӑ.
МЧС пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал шыва кӗмелли сезон пуҫланнӑранпа республикӑра 18 ҫын путса вилнӗ. Ведомство асӑрхануллӑ пулма ыйтать. Эрех ӗҫсен шыв хӗррине кайма юраманни пирки тепӗр хутчен аса илтерет. Чылай инкек ҫак хаяр шӗвек айӑпӗпе пулать. Эрех ӗҫнӗ ҫынна сивӗ шывра шӑнӑр туртать, чӗре приступӗ аптӑратма, сывлӑш пӳлӗнме пултарать.
Ҫӗмӗрле районӗнчи Уйпуҫ Ялтӑра ялӗнче пурӑнакансем аптӑранӑ. Вӗсен ӗнисене ниҫта та шӑварма ҫук.
Плотинӑна тата ун ҫывӑхӗнчи ҫӗре усламҫӑ тара илнӗ. Унта – канмалли вырӑн, плотина вара – пулӑ тытмалли. Ҫав вырӑнта халӗ канма килекен ҫынсем хуҫаланаҫҫӗ. Ара, вӗсем укҫа тӳлесе кӗреҫҫӗ вӗт унта. Ял халӑхӗн вара тӑван ҫӗрӗ ҫинче ӗнисене шыв ӗҫтермелли вырӑн юлман.
Пӗррехинче виҫӗ арҫын сиксе тухнӑ та ӗнисене пусассипе хӑратнӑ. Кӗтӳҫе вара хӗненӗ. Василий Петров кӗтӳри ӗнисене шыв ӗҫтересшӗн ҫеҫ пулнӑ. Туристсене ку килӗшмен. Сӑмахпа каланипе ҫырлахман – кӗтӳҫе хӗненӗ: пӗри питӗнчен ҫапнӑ, тепри – мӑйӗнчен. Василий Петрова кӳршисем хӳтӗлеме тӑнӑ. Чутах ҫапӑҫу пуҫланман ун чухне.
Ӗнесене ҫитермелли вырӑн та юлман. Унта туристсем канаҫҫӗ. Ытти ҫӗртре вара ӗне кӗртме юрамасть – вӑл ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗр.
Канмалли кунсенче плотина ҫывӑхне вун-вун урапа килет. Туристсем ӗнесене курсан киревсӗр сӑмахсемпе перкелешме те именмеҫҫӗ. Халӑх вырӑнти администрацие кун пирки ҫӑхавланӑ, анчах лешсем нимӗн те тӑваймаҫҫӗ. «Чӑваш Ен» ПТРК журналисчӗсем килсен лару-тӑрӑва уҫӑмлатма шантарнӑ-ха вӗсем…
Журналистсем усламҫӑпа телефонпа ҫыхӑннӑ.
Утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Ҫӗмӗрлери депутатсен пухӑвӗ Ҫӗмӗрле хулин пуҫлӑхӗ Асхат Махмутов отставкӑна кайнине йышӑннӑ. Вӑл хӑйӗн ирӗкӗпе кайнӑ.
Хулан ҫӗнӗ мэрне Сергей Яргунина суйланӑ. Палӑртмалла: вӑл ку должноҫе иккӗмӗш хут йышӑнать. Вӑл 2010-2015 ҫулсенче Ҫӗмӗрле хулин пуҫлӑхӗ тата депутатсен пухӑвӗн председателӗ пулнӑ.
Ҫавӑн пекех Сергей Яргунин Ҫӗмӗрлери 3-мӗш шкул директорӗ шутланать.
Транспорт полицийӗ чукун ҫул ҫинче пулнӑ пӑтӑрмаха тӗпчет. Нумаях пулмасть станцӑра ҫамрӑк арҫынна ток ҫапнӑ.
Телее, 26-ри арҫын чӗрех юлнӑ. Вӑл суранланнӑ. Арҫынна Ҫӗмӗрлери станцире пынӑ чухне ток ҫапнӑ. Ӑна тӳрех пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Станцӑра ун чухне планпа килӗшӳллӗн ӗҫсем пынӑ. Пысӑк вольтлӑ линие, ҫӳлтен каяканскере, юсанӑ. Арҫынна лини шар кӑтартнӑ. Унӑн кӗлеткин сулахай пайӗ ҫуннӑ.
Полици асӑрхаттарать: чукун ҫул хӑрушлӑх кӑларса тӑратакан вырӑн. Ҫулсем ҫинче электричество пур. Вӑл 27 пин вольта ҫитет. Вакунсемпе цистернӑсене хӑпарма юрамасть, ку пурнӑҫшӑн хӑрушӑ.
Республикӑри ял хуҫалӑхӗсем выльӑх-чӗрлӗх валли апат хатӗрлеме тытӑннӑ. ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 19 район ку ӗҫе тытӑннӑ. Ҫӗмӗрле тата Улатӑр районӗсем ҫеҫ васкамаҫҫӗ-ха.
«Ольдеевский» хуҫалӑхра люцернӑна ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнчех ҫулма тытӑннӑ. Агрофирма ӗҫченӗсем каланӑ тӑрӑх, ку вӑхӑтра ҫак курӑк чечек ҫурма хатӗрленет, ҫавӑнпа унта протеин нумай.
«Атлашевский» ял хуҫалӑх предприятийӗ те малта пыракансен йышӗнче. Унта 1 пин ытла тонна сенаж хатӗрлеме ӗлкӗрнӗ. Ӗҫе пурнӑҫлама вӗсем ҫӗнӗ комбайн туяннӑ.
Республикӑра пӗтӗмпе 600 пин тонна утӑ, 200 пин тонна силос, ҫавӑн чухлех сенаж хатӗрлеме палӑртнӑ. Каласа хӑвармалла: выльӑх-чӗрлӗх валли апат хатӗрлемешкӗн Ҫӗрпӳ тата Шупашкар районӗсем малтан тухнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |